Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шуршӑл ял тӑрӑхӗ

Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 13-мӗшпе 18-мӗшӗсенче пирӗн сайт ҫак хыпарсене ҫутатрӗ (вӗсене ытти чухнехи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Владимир Викторова мӗнле ӑшӑ пукан лекме пултарасси пирки систертӗмӗр;

Малти вырӑна тухма пирӗн сайта тишкерсе те пултарасси ҫинчен пӗлтӗмӗр;

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланни ҫинчен каласа патӑмӑр;

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кӑҫал та иртесси пирки пӗлтертӗмӗр;

Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗн пуканӗ каллех пушанни ҫинчен хыпар тухрӗ;

Борис Чиндыков хатӗрленӗ кӗнекесене тӗп хуламӑрти университетра хӑтлани ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне мӗне пула пӗр кунне икӗ хут тытса чарни пирки каласа патӑмӑр;

Элтепер район пуҫлӑхӗсене мӗншӗн ятланине уҫса патӑмӑр;

Жириновский «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене мӗн сӑлтава пула персе пӑрахма шут тытнине пӗлме пултартӑр;

Чӑваш Ен прокуратурине Патшалӑх Канашӗ кама шанма йышӑннине пӗлтертӗмӗр.

Малалла...

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра полицейскисем Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, руль умне ӳсӗрле ларнӑскере, тытнӑ. Чи тӗлӗнмелли — ӑна пӗр кунра икӗ хутчен чарнӑ.

Ку пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Чиновник хӑйӗн машинипе пулнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи инспекторсем чарнӑ.

Машинӑна урӑ водителе панӑ, лешӗ ӑна администраци ҫурчӗ умне кайса лартнӑ. Пуҫлӑхран машина уҫҫине илнӗ. Ку хыҫҫӑн вӑл лӑпланман-ха — тепӗр уҫӑ илнӗ те каллех руль умне ларнӑ. Хальхинче ӑна тепӗр экипаж чарнӑ. Палӑртмалла: ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ икӗ хутӗнче те медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.

 

Ял пурнӑҫӗ Анаткассем - уявра
Анаткассем - уявра

Ҫурла уйахӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Анаткас ялӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Уяв ялти чи илемлӗ вырӑнта — пӗве хӗрринче — иртнӗ.

Мероприятие Шуршӑлти культурӑпа информаци центрӗн ӗҫченӗсем ертсе пынӑ. Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Алексеев уява уҫнӑ хыҫҫӑн ентешӗсене саламланӑ. Юбилярсене, хастар ҫынсене грамотӑсемпе, парнесемпе чысланӑ.

Анаткассен уявне «Звездный» халӑх ансамблӗ, «Шурӑмпуҫ» вокал ансамблӗ, «Илем» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Халӑх кашнине хапӑл туса йышӑннӑ. Анаткасра пурӑнакан Л.П.Федорова тӑван ялӗ пирки хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ.

Унтан анаткассемпе хӑнасем сӗтел хушшине ларса наци ҫимӗҫӗпе сӑйланнӑ. Уяв пурин кӑмӑлне те ҫӗленӗ.

Сӑнсем (62)

 

Политика

Ҫак цифрӑна Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне тата пулнӑ-ха. Анчах пӗри тӗп комисси хӑйне шута илнӗ хыҫҫӑн суйлава хутшӑнас маррине палӑртнӑ, тӑваттӑшӗ хӑйсен кандидатурине сасӑлава кӑларас темен, иккӗшне суйлава хутшӑнтарас темен.

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи суйлавра 15 мандата палӑртмалла. Вӗсенчен пиллӗккӗшне — ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем валли, иккӗшне — Депутатсен районти пухӑвӗсен депутачӗсем, саккӑрӑшне — ял тӑрӑхӗсен депутачӗсем валли.

Кашни вырӑншӑн вӑтамран икшер ҫын тупӑшать-мӗн. Суйлава чи пысӑк йышпа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗшӗн тухнӑ: пуҫлӑх пулма харӑсах пиллӗккӗн ӑнтӑлаҫҫӗ.

Партисемпе пӑхсан, 15 кандидата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тӑратнӑ, 10-шне — ЛДПР, 4-шне — РФКП, пӗрне — «Раҫҫей коммунисчӗсем» ятлӑ парти. Ыттисем суйлава хӑйсем тӗллӗн хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1752.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын